Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Вӑрнар районӗ

Вӑрнар районӗнче ҫак ятпа ҫӗртмен 26-мӗшӗнче хӑйне майлӑ проект пуҫарса янӑ. Ун пек шухӑш патне Вӑрнарти 1-мӗш вӑтам шкулта вӗренекен Екатерина Лукина пырса ҫитнӗ.

Проекта хутшӑнакансем пурӗ 15 маршрут хатӗрленӗ. Ун вӑхӑтӗнче ача-пӑча ӳнер шкулӗнче халӑх инструменчӗсен уйрӑмӗнче ӑс пухакан Андриан Петров. Мария Григорьева, Екатерина Лукина тата Евгений Михайлов районти кашни яла ҫитме ӗмӗтленеҫҫӗ. Вӗсем В.А. Михайлов ӑсталанӑ чӑваш халӑх инструменчӗсемпе каласа куракансене савӑнтарӗҫ.

Проекта пурнӑҫа кӗртме саппасри пограничник, хальхи вӑхӑтра вара усламҫӑра тӑрӑшакан Юрий Вазянга пулӑшать иккен.

Ҫулҫӳрев вӑхӑтӗнче курни-илтнине Екатерина ятарлӑ дневника ҫырса пырать-мӗн.

Сӑнсем (17)

 

Паян, ҫӗртмен 29-мӗшӗнче, республикӑра та Олимп кунне уявлаҫҫӗ. Спорт уявне халаласа республика районӗсенче тӗрлӗрен мероприятисем ирттерме палӑртнӑ. Вӑрнар районӗ те хӑйӗн ҫыннисене сывлӑхлӑ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑма пропагандӑлать. Ҫавӑнпа та паян Вӑрнарти «Химик» стадионта 10:00 сехетре Олимп кунне уявлама пухӑнаҫҫӗ.

Ҫак кун валли районта ятарлӑ программа та хатӗрленӗ пулнӑ. Унта ҫак спорт тӗсӗсене кӗртнӗ: мини-футбол (арҫын командисем хушшинче, 8 ҫын), пляж волейболӗ (арҫынсемпе хӗрарӑмсен командисем хушшинче), стрит-бол (арҫынсен командисем хушшинче), дартс (кӑмӑл тӑвакансем).

Вӑрамар районӗнче Олим кунне йӗркелекенсем спорт кунӗ сывлӑхлӑ, тулли кӑмӑлпа, тухӑҫлӑ иртессе шантараҫҫӗ.

 

Республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче выльӑх апачӗ хатӗрлессипе хӗрӳ тапхӑр пырать. Ял хуҫалӑх министерстви ытларикунхи цифрӑсене илсе кӑтартать. Ял хуҫалӑх предприятийӗсенче тата фермер хуҫалӑхӗсенче нумай ҫул ӳсекен курӑксене 44,5 пине яхӑн гектар ҫинче ҫулнӑ иккен. Ҫапла вара виҫӗм кун тӗлне 31,5 пин тонна утӑ тата 45,8 пин тонна сенаж хатӗрленӗ.

Утӑ хатӗрлессине илсен кӑнтӑр енчи районсем — комсомольскисем, елчӗксем тата патӑрьелсем — малта пыраҫҫӗ иккен. Тоннӑпа илсен шӑпах вӗсем нумайрах янтӑлама ӗлкӗрнӗ. Сенажпа вара Шупашкар районне ҫитекен ҫук — вӑл енче 8 пин тоннӑна яхӑн хатӗрленӗ. Маларах асӑннӑ каҫал енсем тата вӑрнарсем — 5,2 пиншер тонна, елчӗксем — 4,6 пин тонна.

 

Ҫӗртмен 25-мӗшӗнче, ыран, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Анатолий Никитин композитор хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвӗ — 65 ҫул тултарнӑ май юбилей каҫӗ пулӗ.

Программа икӗ пайран тӑрӗ: пӗрремӗш пайра академиллӗ хайлавсем пулӗҫ (вӗсенчен пӗри — «Сказания о суварах» симфониллӗ поэма), иккӗмӗш пайра халӑхра анлӑ сарӑлнӑ тата ҫӗнӗ юрӑсем янӑрӗҫ.

Никитин Анатолий Никитич 1948 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗнче Вӑрнар районне кӗрекен Хирпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Пултарулӑхӗнче ҫак паллӑ самантсене асӑнма пулать: 1971–1980 ҫҫ. вӑл Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче баянҫӑ-концертмейстер вырӑнӗнче ӗҫленӗ, каярах «Ҫавал» фольклор ансамблӗн пултарулӑх ертӳҫи пулнӑ. 1992 ҫултанпа Никитин — «Салют» культура керменӗ ҫумӗнчи «Янташ» чӑваш юррисен ушкӑнӗн хорместерӗ. Пӗлтӗр ҫак ансамбле йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнине анлӑ палӑртрӗҫ. Ансамбль артисчӗсене час-часах республикӑри сценӑсем ҫинче те, кӳршӗллӗ тӑрӑхрисенче те курма пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://yandash.ru/a/news/
 

Шуля ялӗнчи клуба ҫулӑмран ҫӑлнӑ самант
Шуля ялӗнчи клуба ҫулӑмран ҫӑлнӑ самант

Паян Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Шуля ялӗнчи клуб хыпса илнӗ. Инкек пирки пушарнӑйсем патне хыпар ирхи 8 сехет те 40 минутра ҫитнӗ. Вырӑнти культура учрежденийӗ 15 метр сарлакӑш, 30 метр тӑршшӗ йывӑҫ ҫуртра вырнаҫнӑ пулнӑ иккен.

Ҫулӑмпа кӗрешекенсем «хӗрлӗ автана» ытлашши алхасма ирӗк паман — вутра клуб ҫивиттийӗ ҫуннӑ. Ҫулӑма сӳнтернӗ ҫӗрте 67 ҫын тӑрмашнӑ. Яваплӑ ҫак ӗҫе 25 техникӑна явӑҫтарнӑ.

Сӑмах май, ҫӗртмен 9-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Шӗнер Ишек ял клубӗ ҫуннӑччӗ. Унта ҫулӑм ҫурҫӗр иртсен алхасма тытӑннӑ — усал хыпар пушарнӑйсен диспетчер службине ҫурҫӗр иртни 44 минутар ҫитнӗ. Ҫулӑмпа 4 единица техника кӗрешнӗ. Анчах ҫурта ҫӑлса хӑварма май килмен.

Ик тӗслӗхре те пушар сӑлтавне палӑртассипе специалистсем ӗҫлени пирки хыпарланӑччӗ.

 

Паян Вӑрнар районӗнче таврапӗлӳҫӗсемпе экологсем республикӑри слета пуҫтарӑннӑ. Ӑна ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин шкул тулашӗнчи ӗҫсемпе тӑрмашакан «Эткер» центрӗ йӗркеленӗ.

Слета экологсен ҫичӗ, краеведсен виҫӗ ушкӑнӗ килсе ҫитнӗ. палаткӑсенчен йӗркеленӗ лагерь район центрӗн хӗрринче вырнаҫнӑ. Унта хӑй вӑхӑтӗнче лицей пулнӑ-мӗн.

 

ЧР Ял хуҫалӑх министерстви ҫемье выльӑх-чӗрлӗх фермисене аталантарма пулӑшас тесе конкурс йӗркеленӗ.

Патшалӑх укҫине илме ӗмӗтленекенсем 23 ҫын тупӑннӑ, анчах вӗсенчен пӗрин бизнес-проекчӗ конкурс ыйтнине тивӗҫтерменнине кура ӑна пӑрахӑҫлама йышӑннӑ.

Асӑннӑ ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, патшалӑх пулӑшӑвӗн вӑтам виҫи 4 миллион тенкӗпе танлашать. Укҫана Патӑрьел районӗнчи И.Ш. Куликов, Комсомольски районӗнчи Ф.Г. Хайртдинов, Вӑрнар районӗнчи В.Г. Яковлев, Елчӗк районӗнчи Н.П. Бикулов, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи В.Г. Ермолаев, Ҫӗмӗрле районӗнчи Е.В. Карасев, Шӑмӑршӑ районӗнчи А.К. Хлюкин фермерсене пама йышӑннӑ. Куликов, Хайртдинов, Яковлев, Бикулов тата Ермолаев фермерсем укҫапа 50-100 пуҫлӑх сӗт-ҫу фермисем хӑпартасшӑн. Карасев вара выльӑх-чӗрлӗх валли хуралтӑсем ҫӗклесшӗн, выльӑх апачӗ хатӗрлемелли техника тата ашлӑх ӑратлӑ ӗне-выльӑх туянасшӑн.

Малалла...

 

Йӗркелӳ комитечӗ вырӑна тухсах канашланӑ
Йӗркелӳ комитечӗ вырӑна тухсах канашланӑ

Районти Акатуя вӑрнарсем чылай ҫул «Химик» стадионта ирттерсе пурӑннӑ. Бетонтан тунӑ сцена ишӗлме тытӑннине тата ҫынсене концерт пӑхма майсӑртарах пулнине кура 2005 ҫултан район центрӗнчи культурӑпа кану паркне куҫнӑ. Халӗ унта каток тума тытӑннине пула уяв валли вырӑн ҫук-мӗн.

Акатуйӑн йӗркелӳ комитечӗ пӗр кана пуҫ ватнӑ хыҫҫӑн каллех «Химик» стадиона аса илнӗ. Анчах темиҫе ҫул каяллахи сцена ҫинче пулмӗ вӑл. Ӑна вӑхӑтлӑха вырӑнти физкультурӑпа спорт комплексӗпе юнашар туса лартӗҫ. Суту-илӳ точкисемпе ял пурнӑҫне сӑнлакан самантсен вырӑнне те палӑртнӑ. Юлашкинчен асӑннисене мунча ҫумӗнчи лаптӑкра, суту-илӳ тӑвакансене ВӑрнарВӑрманкасси ҫул хӗррипе вырнаҫтарӗҫ. Шашлӑкпа шӳрпе ас тивес килсен спорткомплекса хирӗҫ лаптӑка ҫул тытма тивӗ.

Вӑрнарсен Акатуйне Украина делегацийӗ те ҫитмелле-мӗн. Ку вӑл вӑрнарсемпе унтисен ҫур ӗмӗрхи туслӑхне палӑртакан пулӑм пулӗ.

 

Анчах чупасси-сикессипе мар-ха, шашка-шахматла тата сӗтелҫи теннисла выляссипе. Спортӑн ҫак енӗсемпе хӑйсен ӑсталӑхне тӗрӗслекенӗсем — патшалӑх тытӑмӗн тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн ӗҫченӗсем. Кун пек ӑмӑрту вӗсемшӗн ҫӗнӗлӗх мар, мӗншӗн тесен ҫапла спартакиада йӗркелесси ырӑ йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ.

Спорт тупӑшӑвне 55 ушкӑн пуҫтарӑннӑ. Ӑмӑртӑва хутшӑннисене йышпа пӑхсан вӗсен шучӗ тӑватӑ теҫеткерен те иртнӗ-мӗн. Ҫӗнтерӳҫӗсене виҫӗ ушкӑнпа палӑртнӑ: ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем, федераци ведомствисен территори органӗсем тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх ӗҫченӗсем. Сӗтелҫи теннисла выляссипе хӑйсен ушкӑнӗсенче республикӑн Патшалӑх Канашӗ, Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе тӑрӑшакан федераци службин управленийӗ тата Вӑрнар район администрацийӗ пӗрремӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Юлашкинчен асӑннӑ икӗ ушкӑнӗ, сӑмах май, шашкӑлла выляссипе те маттур иккен. Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен хушшинче вара Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацине ҫитекен пулман. Шахмат вӑййинче ЧР Культура министерствин ӗҫченӗсем тавҫӑруллӑрах пулнине кӑтартнӑ. Кунсӑр пуҫне Автотранспорта тӗрӗслесе тӑракан управлени тата Элӗк район администрацийӗ хӑйсен ушкӑнӗнче пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.

Малалла...

 

Вӑрнарти 1-мӗш вӑтам шкул ертӳҫин лавне район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче пулса тӑрӑшнӑ Елена Григорьева туртма пуҫланӑ. Кун пирки Вӑрнар район администрацийӗн сайчӗ хыпарлать.

Вӗрентӳ тытӑмӗнче вӑл 1984 ҫулта алла диплом илнӗренпех тӑрӑшать иккен. Физикӑпа математика учителӗн специальноҫӗллӗскер ачасене пӗлӳ парассипе чылай ҫул тимленӗ. Вунӑ ҫула яхӑн вӑл районти вӗренӳ пайӗнче вӑй хунӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 66, 67, 68, 69, 70, 71, 72, 73, 74, 75, [76], 77, 78, 79, 80, 81
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере тӑшмансем ура хурасран асӑрханмалла, сирӗн тавра элек сарма пултараҫҫӗ. Сӑмах пама асӑрханӑр. Вӑхӑта ӗҫре ытлашши нумай ирттермелле мар. Чылай ӗҫ пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ эрне. Ӗҫ хыҫҫӑн киле ҫемье патне васкамалла,пӗччен пулмалла мар.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ